Ҫӗрпӳ район администрацине Александр Казаков ертсе пыма пӑрахнӑ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн XII черетсӗр ларӑвӗнчех (вӑл иртнӗ эрнерех пуҫтарӑннӑ) йышӑннӑ.
Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Казаковӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑ. Контракт вӗҫленнине кура унӑн полномочине чарса лартма йышӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Казаковӑн ҫумне — вӗрентӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхне Алла Волчковӑна шаннӑ. Александр Казаков депутатсене пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗ тухнӑ. Унта ҫӗрпӳсен райадминистраци пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссин пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Ку вӑл — федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пулса пыракан процедура.
Чӑваш Енӗн прокурорӗнче Сергей Легостаев нумай вӑхӑт ӗҫлемерӗ. Ҫӗнӗ тивӗҫе 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен 5 ҫуллӑха кӳлӗннӗскере должноҫрен хӑтарасси пирки иртнӗ эрнере РФ Президенчӗн указӗ тухрӗ. Чӑваш Ене киличчен Сергей Легостаев Кисан облаҫӗн прокуратурине ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫак эрнере иртекен сессийӗнче республика прокуратурин кандидатурине пӑхса тухмалла. Апла тума саккун хистет. «Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫе Адыгея прокурорӗ Василий Пословский йышӑнма пултарать текен сӑмах ҫӳрет. Пакунлӑ ҫав ҫын 1961 ҫулта Воронеж облаҫӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура органӗсенче 1984 ҫултанпа ӗҫлет. Тула облаҫӗн прокурорӗнче тӑхӑр ҫул тимленӗ. Адыгея прокурорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа тӑрӑшать. Авланнӑ. Икӗ ача ашшӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михал Игнатьев ҫӗнӗ хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ должноҫ пулӗ. Вӑл — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, должноҫе Чӑваш Республикинче архитектура тытӑмне лайӑхлатмашкӑн кӗртнӗ. Тӗп архитектор тӳрремӗн ЧР Элтеперне пӑхӑнӗ. Ӑна ЧР строительство министрӗ представленийӗпе ЧР Министрсен Кабинечӗ должноҫӗ лартма тата унтан кӑларма пултарать. Анчах кандидата Элтеперпе канашласа лартмалла.
Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ документсем хатӗрлӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хуласен тата ялсен архитектурине хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗн тӑвас енӗпе ӗҫлӗ.
Алӑ пуснӑ хушу ӑна официаллӑ майпа пичетлесен 10 кунран вӑя кӗрӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрне Владимир Викторова лартӗҫ текен сас-хура ҫӳрет. Ун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра Александр Белов журналист та ҫырнӑ.
Аса илтерер, республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Халӗ ку тивӗҫе Светлана Ананьева вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать. Унччен вӑл министр ҫумӗ пулнӑ.
Владимир Викторов Шупашкарти стоматологи поликлиникине тӗп врач пулса ертсе пырать. Анлӑ сеть ҫулсерен аталанса пырать. Пӗлтӗр Алькешра тепӗр уйрӑм уҫӑлнӑччӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Викторов Шупашкар район пульницинче ӗҫленӗ, унти стоматологи уйрӑмне ертсе пынӑ. Владимир Николаевич Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ.
ПУШ | 12 |
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшпе 11-меш кунсем хушшинче пирӗн сайт ҫак хыпарсене ҫутатрӗ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• ЧНК пресс-ҫыруҫипе Зоя Яковлевӑпа пулса тухнӑ пӑтӑрмах пирки каласа патӑмӑр;
• 6 уйӑхри ача мӗнле сӑлтава пула вилнӗ амашӗ ҫумӗнче икӗ кун ирттерни пирки хыпарларӑмӑр;
• Пирӗн тӑрӑхри хӑш прокурора Путин хушӑвӗпех ӗҫрен кӑларнине пӗлме пултартӑр;
• Иркутск облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ те чӑвашсене пулашма хатӗрри ҫинчен систертӗмӗр;
• Марина Карягина мӗнле ҫӗнӗ стиле алла илме шут тытни те пире кӑсӑклантарчӗ;
• Воспитательсемпе вӗрентекенсен ӗҫ укҫин чӑн виҫине пӗлтертӗмӗр;
• Трак Енри «Чӑваш пикинче» кам ҫӗнтенине пӗлме пултартӑр;
• Халах юррисене сахал мар ҫырса илнӗ Земфира Яковлевӑна мӗнле тава тивӗҫлӗ ят пани пирки хыпарларӑмӑр;
• «Асамат & Шевле» журнал укҫа ӗҫлесе илме мӗнле май туса панине пӗлме пултартӑр;
• Алексей Кизилов тухтӑра мӗнле ӑшӑ пукан лекни ҫинчен те каласа патӑмӑр.
Ҫак кунсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн должноҫне йышӑнас шухӑшлисенчен заявленисем йышӑнма тытӑннӑ.
Аслӑ шкулӑн пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ ӑсчахсен канашӗн ларӑвӗнче суйлав процедури пуҫланнине пӗлтернӗ. Унтах ректорӑн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Иванов кандидатурине тӑратнӑ. Ӑсчахсен канашӗн пайташӗсем Владимир Ивановшӑн пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ.
Ректор пулас шухӑшлӑ ытти ҫыннӑн та хӑйӗн кандидатурине тӑратма юрать. Заявленисене пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кандидатурӑсене ҫирӗплетмелле.
Пухӑннӑ претендентсем пирки материалсене ака уйӑхӗн 6-мӗшӗччен РФ Вӗренӳ министерствине ярса памалла.
Аса илтерер, ректор тивӗҫне Владимир Иванов пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнченпе пурнӑҫлать.
Чӑваш Енре кӑҫал 42 пин ҫынна ӗҫе вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Ун валли ваканси пуррине республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтерет.
Ӗнерхи кун тӗлне республикӑри предприяти-организацисем 15 пин ытла ваканси пуррине пӗлтернӗ. Вӗсем рабочисене те, служащисене те йышӑнма хатӗр. Вӗсен шалӑвӗ уйӑхне вӑтамран 17,7 пине ларнине ӗнентереҫҫӗ. Уйрӑмах час-час тӗл пулакан профессисен шутӗнче 500 ытла специальноҫа асӑннӑ. Рабочисенчен чылай ҫӗрте водительсем кирлӗ. Вӗсен ӗҫ укҫи уйӑхсерен 20 пине ларать. Ҫӗвӗҫсене те шыракан нумай. Вӗсене вӑтамран 158 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Каменщиксемпе сварщиксем 30-шар пин илеҫҫӗ.
Ӗҫ рынокӗнче служащисем те кирлине маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ. Чӑн та, вӗсем валли вырӑн самай. Врачсен шалӑвӗ 30 пинтен пуҫланать, менеджерсен — 20 пин, инженерсен — 20 пин.
Паян, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, паянтан ЧР прокурорӗ Сергей Легостаев ку должноҫе йышӑнмасть. Ку документа право информацийӗн интернет-порталӗнче пичетленӗ.
Аса илтерер: Сергей Легостаев Чӑваш Ен прокурорӗн тивӗҫне 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ун чухне РФ Президенчӗ алӑ пуснӑ хушура ҫак должноҫе вӑл 5 ҫуллӑха йышӑнассине кӑтартнӑ. Анчах унтанпа 5 ҫул иртмен-ха. Ҫапах Владимир Путин паян ӑна ку ӗҫрен кӑларасси пирки алӑ пуснӑ.
Сӑмах май, Сергей Легостаев Чӑваш Ене киличчен Кисан облаҫӗн прокуратурине ертсе пынӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑ хушупа ку должноҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп врачӗ пулнӑ Алексей Кизилова шаннӑ.
Алексей Владимирович 1974 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Крым облаҫӗнчи Киров районӗнчи Владиславовка ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Мускавра ансетизиологи тата реаниматологи енӗпе аспирантурӑра вӗреннӗ. 2013 ҫултанпа — медицина наукисен кандидачӗ. Шупашкарта пурӑнать. Аслӑ категориллӗ врач. Ӑна пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне 12-мӗш суйлав округӗпе суйланӑ. Унта вӑл — хысна тата вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен яланхи комиссисен пайташӗ.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Георгий Егоров текех пуҫлӑх мар. Аса илтеретпӗр, унпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче сиксе тухнӑччӗ. Ӑна районти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект хӑпартнӑ чухне хысна укҫа-тенкипе тӗрӗс мар усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Суд ӑна пӗр ҫула яхӑн килте тытса усранӑ.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Георгий Егоровӑн килти арестне пӑрахӑҫланӑ, тухса ҫӳремесси пирки алӑ пустарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулин те Георгий Егоров хутпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланнӑ. Суд ӑна должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ-мӗн.
Аса илтерер, Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |